Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.7 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Карапай Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗ

Ял пурнӑҫӗ

Шӑмӑршӑ районӗнче газ пама пӑрахаҫҫӗ. Анчах, Турра шӗкӗр, яланлӑха мар (ун пек пулсан республика пӗлтерӗшлӗ инкеклӗ лару-тӑру тесех хаклама тивӗччӗ), ик кунлӑха. Газпа тивӗҫтерекенсем кутӑнлашнипе те мар. Газ валеҫекен станцире юсав ӗҫӗ ирттернӗрен.

Юсава Константиновскинчи магистральлӗ газ пӑрӑхӗсен линипе производство управленийӗ ирттерме палӑртса хунӑ. Ӑна вӑл Шӑмӑршӑри газ валеҫекен станцире пурнӑҫлӗ. Ҫавна пула асӑннӑ станцирен газ пачах пама пӑрахӗҫ: пӗрре — ыран, ҫӗртмен 18-мӗшӗнче; тепре — ҫӗртмен 30-мӗшӗнче. Ыран ирхи 7 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен газ пымӗ, 30-мӗшӗнче ирхи ҫиччӗрен каҫхи вуннӑчченех газсӑр ларма тивӗ.

Шӑмӑршӑри газ валеҫекен станци Васан, Карапай Шӑмӑршӑ, Палтиел, Анат Чаткас, Пуянкасси, Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗсене тивӗҫтерсе тӑрать.

 

Шӑмӑршӑ районӗнче ял тӑрӑхӗсенчи социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ҫуртсене епле тытса тӑнине, вӗсен тирпейлӗхне ятарлӑ тӗрӗслев ирттерсех пӑхса ҫаврӑннӑ. Район администрацийӗн сайтӗнче мероприяти пирки черетлӗ тесе палӑртнине шута илсен ку вӑл йӑлана кӗнӗ пулӑм евӗр пӗтӗмлетме май килет.

Комисси йышне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Фадеев хӑй ертсе пынӑ-мӗн. Тӳре-шараран тӑракан йыш Карапай Шӑмӑршӑ, Чукал тата Кивӗ Чукал ял тӑрӑхӗсене ҫитнӗ. Комисси шкулсене, ача-пӑча пахчисене, фельдшерпа акушер пункчӗсене, культура ҫурчӗсене кӗрсе ҫаврӑннӑ. Вӗсен территорийӗсене тасалӑхпа хӑтлӑх енчен хакланипе пӗрлех хӗле епле хатӗрленнине тӗрӗсленӗ.

Карапай Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗнче «Утмӑлтурат» ача пахчинче чӳречесене ылмаштарнӑ, картасене ҫӗнетнӗ, ача-пӑча лаптӑкӗсене хӑтлӑх кӗртнӗ. Чукал ял тӑрӑхӗнчи шкул та ачасене йышӑнма хатӗр. Кивӗ Чукалти шкулта вара юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Унта шыв та кӗртеҫҫӗ, канализаци те тӑваҫҫӗ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 20

1774
252
Пугачёв ҫарӗ Кӑрмӑша тытса илнӗ.
1880
146
Орлов Пётр Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ.
2002
24
Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй